назв. моления о дожде. N. 1906-мĕш çулта, майра тăваттăмĕшĕнче, çумăр чӳк турĕç. Чиркӳлĕ Аччара çумăр чӳк Çавал шывĕ хĕринче турĕç. Акă ун çинчен мĕн калаç: кашни килтен çăмарта, çу, кĕрпе, çăкăр-тăвар пухрĕç. Вĕсене пухса пĕтерсен, шыв хĕрринче пăттине, çăмартине пĕçереççĕ. Пур çимĕçне пĕçереççĕ те, унтан чăркуççи таран шыва кĕрсе тăраççĕ. Хуранне икĕ ват çынна тыттараççĕ, хуранĕ çурри шывра. Унтан темĕскер каласа чӳклеççĕ. Стариккине аçам тăхăнтараççĕ, хул-хушшине мăнă çĕлĕк тыттараççĕ, чӳк апачне унта çияççĕ те, пурте шыва кĕпи-йĕмĕпех сикеççĕ. Унтан иртсе пыракана курсан, уна та шыва тĕртсе яраççĕ. Çав уйăхрах 7 числара Катекре те çумăр чӳкĕ турĕç. Катекри çырман пĕр енчи туман, пĕр çути тунă, çăмарта икĕ çĕр пулĕ, кĕрпе пĕр пăт пулĕ, çупала сĕт икĕ витре пулĕ. Попечитĕлствă чарма тăрăшнă та, халăх пушшех урса кайнă. N. Пирĕн Çĕрпӳ хулинче, Мами вулăсĕнче, Ачча приходĕнче çумăр чӳк тăваççĕ. Ачисене ваттисем хушаççĕ. Вара ачасем çăнăх, кĕрпе, çу, çăмарта пуçтарса çӳреççĕ, унтан пĕçереççĕ. Пĕçернĕ чух та ачасене çерçи чĕппи илме яраççĕ. Ачисем çерçи чĕпписене илсе пыраççĕ, хăшне шыва яраççĕ, хăшне яшка çине яраççĕ те, унтан, çимелле пулсан, тĕслĕрен курăк татаççĕ те, шыв хĕрне лартаççĕ. Вара яшки пиçсен ялти ватă стариксене, юмăç-карчăксене чĕнеççĕ те, сăрт çине шыв хĕрне яшкине йăтса каяççĕ. Унтан вара ват стариксем, юмăç-карчăксем çĕлĕккисене хул-хушшине хĕстереççĕ, чӳклеççĕ. Яшкине, пăттине, çерçине, çăмартасене, пашалусене çинĕ çĕре пурте тухаççĕ: ачисем те, ашшĕ-амăшĕ те — пурте хура кĕпи-йĕмĕпех пыраççĕ. Шур тăхăнма юрамасть, тет. Вара, пурте пухăнса çитсен, апат çияççĕ. Апат çисе тăрансан, шыва сикеççĕ. Тата хăшĕ сикмесĕрех тараççĕ те, вара вĕсене виççĕн-тăваттăн хăваласа тытаççĕ те, тӳрех шыва утаççĕ. Хăшĕ çапах тарса хăтăлаççĕ. Вара шывра кăвакал пек лапăртатаççĕ. Мами вулăсĕнче Шăхасан приходĕнче çаплах тăваççĕ.
Çавăн пекех пăхăр:
çумăрсăрлăх çумĕнче çумĕнчи çумĕпе « çумĕр чӳкĕ » Çума çума-çумăн çума-çуммăн Çумак Çумак шурĕ